Мускаври чӑвашсене пӗлме!
Мускавра чӑваш чӗлхине вӗренмелли тӳлевсӗр курс ӗҫлеме пуҫлӗ — унта вӗренме 22 ҫула ҫитмен ҫамрӑксене йышӑнаҫҫӗ. Уроксем канмалли кунсенче иртӗҫ — центрта, Белорусская метро ҫывӑхӗнче.
Тӗплӗнрех пӗлмелли телефон: 8-915-383-68-35.
Паян, авӑнӑн 7-мӗшӗнче, Чӑваш халӑх сайчӗн пӗрлӗхе йӗркеленнӗренпе 7 ҫул ҫитрӗ. Чи малтанах ҫак кун 2005 ҫулта Чӑваш халӑх канашлӑвӗ ӗҫлеме пуҫланӑ. Каярах вара Чӑваш халӑх сайчӗ, унӑн тӑванла сайчӗсем хушӑннӑ.
Пирӗн пӗрлӗх сайчӗ темиҫе пайран тӑрать: канашлу (чи пысӑк пай); информаци пайӗ (кунта тӗрлӗ текстсем вырнаҫнӑ); сайтҫӑсен пайӗ (ӑна усӑ курса ентешсем пӗр-пӗрне шыраса тупма пултараҫҫӗ); календарь (тӗрлӗ пулӑмсен ҫӑмхи); хыпарсем (вӗсем пирӗн порталта ытти пайсемпе тачӑ ҫыхӑннӑ — календарьпе те, сайтри информаципе те); паллашу кӗтесӗ; электронлӑ вулавӑш (ӑна уйрӑм сайт теме те юрать); кун кӗнекисем (ку пайра кашни хӑй шухӑшне пӗлтерме пултарать). Унсӑр пуҫне сайт урлӑ ҫырусем ҫӳретме те май пур. Сайт тӑватӑ чӗлхеллӗ: чӑвашла (чи пысӑк уйрӑм), вырӑсла, акӑлчанла, эсперантолла.
Паян, ҫӑвӑн 15-мӗшӗнче, Вӗренӳ министерствинче Чӑваш чӗлхин пӗрлехи комиссийӗн черетлӗ ларӑвӗ иртрӗ. Ӑна Чӑваш Республикин вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗ Иванов Владимир Николаевич ертсе пычӗ.
Пурӗ комисси пайташӗсем 4 ыйту пӑхса тухрӗҫ: «Тӑван чӗлхен кун-ҫул хевти» ҫавра сӗтел панӑ сӗнӳсене ырласси; Раҫҫей Федерацийӗпе Чӑваш Республикин хисеплӗ ячӗсен куҫарӑвне ҫирӗплетесси; чӑваш ҫыравҫисен псевдонимӗсене йӗркене кӗртесси; Комиссин 2012 ҫулхи 2-мӗш ларури ыйтӑвӗсене палӑртасси.
«Тӑван чӗлхен кун-ҫул хевти» ҫавра сӗтелӗн сӗнӗвӗсенче ырӑ шухӑшсем нумай пулнине палӑртрӗҫ. «Хӑш-пӗрисем, паллах, укҫа-тенкӗ тупма май килменрен тата ытти сӑлтавсене пула сӗнӳ шайӗнчех юлӗҫ, теприсемпе вара ӗҫлеме тивӗ», — тесе пӗтӗмлетрӗҫ.
Раҫҫей Федерацийӗпе Чӑваш Республикин хисеплӗ ятсен куҫарӑвӗсемпе Атнер Петрович Хусанкай паллаштарчӗ. Тӑратнӑ списока 1-мӗш утӑмра пӑхса тухнӑ тесе ҫирӗплетрӗҫ, гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ асӑрханӑ уйрӑм кӑлтӑксене тӳрлетнӗ хыҫҫӑн ӑна тепӗр ларура ҫирӗплетме йышӑнчӗҫ.
Элӗк районӗнчи Чӑваш Сурӑм вӑтам шкулӗнче И.Я.Яковлева тата Чӑваш чӗлхи кунне халалласа ҫулсеренех тӗрлӗрен те тӗрлӗ мероприятисем ирттересси йӑлана кӗнӗ. Кӑҫал та ҫаплах пулчӗ. Чӑваш чӗлхи эрни ирттернӗ май шкулта акан 26-мӗшӗнче «Пултаруллӑ чӑваш вӗренекенӗсемпе вӗрентекенӗсем» конкурс ирттерчӗҫ. Конкурса хутшӑнаканӗсем шкулти директорӑн воспитани енӗпе ӗҫлекен ҫумӗ Николаева С.П., чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенӗ Петрова А.Г. тата 10-мӗшпе 11-мӗш классенче вӗренекен пикесем Юля Казаковӑпа Оля Соловьева пулчӗҫ.
Уяв каҫӗ питӗ илемлӗ те хаваслӑ иртрӗ. Конкурса хутшӑнакансем чи малтанах чӑваш тумӗсемпе илемлӗн утса тухса хӑйсемпе паллаштарчӗҫ, тӗрлӗ ыйтусем ҫине хуравласа ӑс пуянлӑхне кӑтартрӗҫ. Ун хыҫҫӑн вара хӑйсем мӗн пултарнине кӑтартса савӑнтарчӗҫ. Питӗ пултаруллӑ иккен вӗренекенсем те, вӗсене вӗрентекенӗсем те! Мӗн тери илемлӗ юрӑсем юрласа, сӑвӑ каласа, ташӑ ташласа савӑнтарчӗҫ вӗсем куракансене. Уява конкурсантсем вальс ташласа вӗҫлерӗҫ.
Паян, акан 26-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче Чӑваш чӗлхи кунне халалласа «Тӑван чӗлхен кун-ҫул хевти» ҫавра сӗтел иртрӗ, ӑна институт директорӗ Ю.Н. Исаев ертсе пычӗ.
10 сехетре пуҫланнӑ ӗҫлӗ калаҫу тӑватӑ сехет тӑсӑлчӗ. Тӗрлӗ ҫынсем тухса калаҫрӗҫ — министерствӑсенчен килнисем те, ӑсчахсемпе ҫыравҫӑсем те, чӑвашлӑх шӑпишӗн пӑшӑрханакан уйрӑм ҫынсем те. Ҫакӑн пек сӗнӳсем пачӗҫ:
• Ача пахчисенче чӑвашла вӗренти кирлӗ. Ҫавӑн пекех ача пахчисенче тӑван культурӑпа паллаштарма пултаракан «асанне» пулмалла (тутарсен опытне шута илсе).
• Чӑваш Республикинче пурӑнакан кашни ҫыннӑн кирек хӑш организацире те икӗ патшалӑх чӗлхипе пӗр шайра усӑ курма майсем пулмалла.
• Чӑваш Республикин чӗлхе службине туса хумалла; куҫару ӗҫӗпе пулӑшмалла (тӳлевсӗр).
• Чӑваш халӑхне упраса хӑварас тӗлӗшпе тӗллевлӗ Программа хатӗрлесе йышӑнмалла.
• Чӑваш Республикин патшалӑх чӗлхисене пӗр тан шайра усӑ курмалли 10-20 ҫуллӑх ӗҫ планӗ палӑртмалла.
Паян, акан 25-мӗшӗнче, кашни чӑваш хӑйӗн тӑван чӗлхи кунне уявлать. Ҫак уява халалласа республикӑра тата ун тулашӗнче тӗрлӗ мероприятисем иртеҫҫӗ: ҫавра сӗтелсем, митингсем, семинарсем.
И. Я. Яковлев ҫуралнӑ кунӗнче иртекен уява палӑртма пуҫланӑранпа кӑҫал 20 ҫул ҫитрӗ — постановление 1992 ҫулхи акан 9-мӗшӗнче алӑ пусса ҫирӗплетнӗччӗ.
Чӑваш халӑх сайчӗ пурне те ҫак уяв ячӗпе саламлать!
Шанас килет! Паянхи вӑхӑтра та хӑйӗн актуаллӑхне ҫухатман чӑваш чӗлхи малалла аталанӗ, ун сассийӗ ҫак Ҫӗр чӑмӑрӗ ҫинчен нихӑҫан та ҫӗтмӗ, нихӑҫан та ҫухалмӗ. Вӑл пирӗн пурнӑҫри кашни хутлӑха кӗрсе вырнаҫӗ, тивӗҫлӗ вырӑн йышӑнӗ! Пирӗн чӗлхе вӑл халӑх мӑнаҫлӑхне кӑтартакан паллӑсенчен пӗри! Вӑл яланах чӑвашпа пӗрле пулӗ, халӑха телей парса тӑрӗ! Петӗр Хусанкай сӑмахӗсем — чӑн сӑмахсем: «Эпир пулнӑ, пур, пулатпӑр!»
Чӑваш чӗлхи кашни кун янратӑр — килте те урамра та, хулара та ялта та! Ҫапла пултӑр!
Хаклӑ ентешӗмӗрсем!
Сире Чӑваш чӗлхи кунӗ ячӗпе саламлатӑп!
Тӑван чӗлхе — наци культурин управҫи, этемлӗхӗн нумай тӗрлӗ культура пуянлӑхне сӑнарлакан аслӑ та сайра тӗл пулакан паха тупра. Вӑл хутшӑнупа воспитани хатӗрӗ ҫеҫ мар, ҫут тӗнче илемлӗхне тата унӑн тӗрлӗ енлӗхне туллин палӑртма май паракан япала та. Ӑна пула чӑваш халӑхӗн сайра йышши хӑйне евӗрлӗхӗ аваллӑхран пуҫласа паянхи кунччен тивӗҫлипе сыхланса упранать. Тӑван чӗлхе вӑл пирӗншӗн — никамран та хаклӑ аннемӗрӗн асран кайми сӑпка юррийӗ, ҫут тӗнчене пӗлме-курма пуҫланӑ май хамӑр каланӑ пӗрремӗш сӑмахсем. Ӑслӑ Вӗрентекенӗмӗр тата Ҫул пуҫӑмӑр Иван Яковлевич Яковлев пӗтӗм чӑваш халӑхӗшӗн пӗлӳлӗх сӑпки пулса тӑнӑ пӗрремӗш чӑваш шкулне уҫнӑ, тӑван сӑмах паянхи шкулсенчи вӗренӳ класӗсенче, аслӑ шкулсен аудиторийӗсенче, кӗнеке-хаҫат страницисенче, театр сцени ҫинче тата телевиденипе радио эфирӗнче тивӗҫлипе янӑратӑр тесе ырми-канми тӑрӑшнӑ. Паян Чӑваш чӗлхин уявне тӑван халӑхӑн авалхи йӑли-йӗркине тата ӑс-пурлӑх пуянлӑхне ӑруран-ӑрӑва куҫарса пыракан, чӑваш чӗлхине сыхласа упрамалли майсем палӑртакан Раҫҫей Федерацийӗн чылай регионӗнче тата ытти ҫӗршывра та анлӑн паллӑ тӑваҫҫӗ.
Етӗрнери 1-мӗш гимназире 5-мӗш класра вӗренекенсем Тимофеева В.П., Тимофеева В.Н. ертсе пынипе И.Я.Яковлев ачалӑхӗпе паллашрӗҫ. Пӗчӗк Иван ҫуралсанах тӑлӑха тӑрса юлнӑ. Ӑна кӳршӗсем усрава илнӗ, пӑхса ӳстернӗ. Ачалӑхӗ йывӑр пулнине пӑхмасӑр Иван вӗренме тӑрӑшнӑ. Кӗнеке нумай вуланӑ, «5» паллӑсемпе кӑна вӗреннӗ. Тата хӑй вӗренсе пӗлӳ илнӗ хыҫҫӑн тӑван халӑхне пулӑшма вӑй ҫитернӗ. Ҫакӑ 10-11 ҫулхи ачасене тарӑн шухӑша ячӗ. Вӗсем те вӗренӳре Иван Яковлев пекех тӑрӑшуллӑ пулма шантарчӗҫ.
Ҫак кун 5-6, 8-мӗш класра вӗренекенсемшӗн чӑннипех те асра юлӗ. Вӗрентекенсем (Иванова И.В., Тимофеева В.П.) уроксенче тӗрлӗ ӑмӑртусем ирттерчӗҫ: «Ҫамрӑк ӑсчах», «Асамлӑх тӗнчинче», «37 пӗр тӑван ҫӗршывӗнче», «Чӑваш Республикин хулисем», «Ҫӗр пин юрӑ ҫӗршывӗнче».
Мӗнле пуян пирӗн тӑван чӗлхе — чӑваш чӗлхи!
Мӗн тери илемлӗ пирӗн Тӑван ҫӗршыв — Чӑваш ҫӗршывӗ!
Чи пултаруллисем парнесем илме тивӗҫ пулчӗҫ.
Чӑваш чӗлхи кунӗ тӗлне ӗҫ комитечӗ «Чӗвӗлти чӗкеҫ – чӗлхе пӗлни пурне те кирлӗ» вӑйӑ-конкурс пӗтӗмлетӗвӗсене ҫирӗплетрӗ.
Конкурс нарӑсӑн 2-мӗшӗнче чӑваш чӗлхине вӗренекен шкулсенче иртнӗччӗ. Вӑл чӗлхе пӗлӗвӗпе интересленекен шкул ачисен пултарулӑхне уҫса пама пулӑшать, чӗлхе ӑслӑлӑхӗ патнелле туртӑнма хистет.
Пӗтӗмпе вӑййа 20 563 вӗренекен хутшӑнчӗ: Чӑваш Республикинчен — 19 514, Тутарстанран — 563, Пушкӑртстанран — 379, Самара тӑрӑхӗнчен — 74, Чӗмпӗр тӑрӑхӗнчен — 33 вӗренекен. Конкурсӑн ӗҫ комитетчӗ пӗтӗмпе 112 ҫӗнтерӳҫӗ палӑртрӗ.
Муркаш районӗнчи Ярапайкасси вӑтам шкулӗнче Чӑваш чӗлхи эрни пырать. Паян шкула ҫав тери савӑнӑҫлӑ хыпар ҫитрӗ: 8 класра вӗренекен Сорокина Инна акан 18-22-мӗшӗсенче Раҫҫей шайӗнче иртнӗ «Тӑван ен: ҫутҫанталӑк, культура, этнос» ӑмӑртура «Гуманитарипе экологи тӗпчевӗсем» номинацире 3-мӗш вырӑн йышӑнма пултарнӑ, сумлӑ парнесене: укҫан премие тата фотоаппарата тивӗҫнӗ. Филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекенӗ Алевтина Геннадьевна Димитриева ертсе пынипе Инна Муркаш районне кӗрекен Елача ялӗ таврашӗнчи шыв-шур ячӗсене тӗпченӗ, шыв-шурсен классификацине тунӑ, вӗсен семантикине тарӑннӑн уҫса панӑ. Маттур вӗренекенӗмӗр тӗпчев ӗҫӗпе хатӗрленӗ хӑтлава Мускавра ӑнӑҫлӑ хӳтӗленӗ, ыйтусем ҫине хуравланӑ.
А.Г. Димитриева 3 ҫул каялла йӗркеленӗ «Ҫамрӑк таврапӗлӳҫӗ» кружока хаваспах ҫӳрекен шкул ачисем районта, республикӑра иртекен конкурссене хутшӑнаҫҫӗ, малти вырӑнсене йышӑнаҫҫӗ. Ку таранччен кашни ҫулах «Тӑван ен: ҫутҫанталӑк, культура, этнос», «Отечество» ӑмӑртусенче, «Excelsior» ӑслӑлӑхпа ӗҫлӗх конференцийӗнче Ярапайкасси шкул ачисем ҫӗнтерӳҫӗсем хушшинче пулнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 761 - 763 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Яков Ухсай, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |